Ҫавра уйӑх ҫинчи пике
Йӑтса тӑрать ик витре.
Ӗмӗр-ӗмӗр хул пуҫҫине
Касса тӑрать кӗвенте.
Ҫӗр ҫинчи ялти пике те
Унран уйрӑлса тӑмасть:
Икӗ витре хушшинче ун
Пӗвӗ час-час авӑнать.
Хӗрарӑм — ҫӗр тӗвви,
Пӳрт ӑшши, кил хуҫи.
Ҫавра уйӑх ҫинчи пике
Пӗр пӗччен тӑрать ялан.
Тӗл пулайӗ-ши вӑл кӗтнине
Инҫетри сарӑ кун тӗнчине?
Пурнӑҫра та хӑш чух юмахри пек
Илӗртет сив илем инҫетри:
Савнӑ ҫын юнашар пулин те
Ҫав-ҫавах тус — пӗчченлӗх чури.
Хӗрарӑм — чун уҫҫи,
Тӗпсӗр ҫӑл, кун ҫути.
Ҫавра уйӑх ҫинчи пике —
Ҫӗр ҫинчен илнӗ тӗп сӑнар.
Тен ҫынсем асӑрхаччӑр тесе,
Туса панӑ пӑхма аякран?
Тем куҫа курӑнни — сӗнни ҫеҫ
Икӗ тулли витре телей?
Яланах санпала киленесчӗ
Ҫавра уйӑх ҫинчи пике.
Хӗрарӑм - пирӗшти,
Илемпи, чун савни.